Дирекция СоветаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк урамĕсем илемленеççĕ

04 сентября 2010 г.

Çак кунсенче Елчĕкри Совет урамĕнчи "Меркурий" магазин патĕнчен пуçласа районти тĕп больницăна çитичченхи çул хĕррипе çуран утакансем валли брусчатка сарнă тротуар туса пĕтернĕ. Район центрĕ çулсерен илемленсе, хитреленсе пырать. Акă, Тĕп лапам ял çыннисемпе хăнисене хăйĕн хитрелĕхĕпе, тирпей-лĕхĕпе савăнтарать. Çу каçипех кунта тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ, куçа илĕртеççĕ. Елчĕке пырса кĕрекен Юбилей урамĕ те юлашки çулсенче тĕпрен улшăнчĕ. Кунта физкультурăпа спорт комплексĕ, шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ ỹссе ларчĕç. Архитектура тата илем тĕлĕшĕнчен вĕсем хулари çуртсенчен те ирттереççĕ. Урамăн сулахай енĕпе тăсăлакан кану паркĕнче илемлĕ те тикĕс тротуар сарнă, йывăçсем лартнă, канса лармалли вырăнсем вырнаçтарнă. Ку тăрăх çутатса тăнипе çĕрле те хитре курăнать. Районти предприятисемпе организацисен умĕсем те палламалла мар улшăнчĕç. Пурин умне те асфальт сарнă, чечек клумбисем кашни утăмра тĕл пулаççĕ. Çапла майпа район центрĕнчи урамсене тирпей-илем кĕртсе тăраççĕ. Елчĕк ялĕ хăтлăланса, илемленсе пынинче район ертỹçисен, çавăн пекех Елчĕк ял тăрăхĕн ертỹçин В.Сайкинăн, ял çыннисен тỹпи пысăк. Ахальтен мар çакна республика шайĕнче те асăрханă. Елчĕк яла тирпей-илем, симĕс тум кĕртес тĕлĕшпе республикăри смотр-конкурсра пĕрремĕш хут 2008 çулта иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал та чи лайăххисен йышне кĕме пултарчĕ. Пĕлỹ кунĕ ял çыннисемшĕн, Совет урамĕпе тĕп больницăна çỹрекенсемшĕн тепĕр паллă пулăмпа асра юлĕ. "Меркурий" магазин патĕнчен пуçласа тĕп больницăна çитиччен çуран çỹрекенсем валли брусчаткăран анлă тротуар сарса пĕтерчĕç. Канса илмелли саксем вырнаçтарчĕç, çĕрле çутатса тăмалла турĕç. Пĕтĕм ĕçе "Стройэнергосервис" ООО (ертỹçи А.Нягин) работникĕсем пурнăçларĕç. Халĕ тĕп больницăна çĕнĕ тротуарпа автотранспортран хăрамасăр ватти-вĕтти утма пултарать. Ашшĕ-амăшĕ те ачисемшĕн лăпкă. Шкул ачисем аслă çулпа мар, ятарлă тротуарпа утаççĕ. Виçĕм кун "Стройэнергосервис" ООО ĕçченĕсем тротуарăн икĕ енĕпе курăк акса хăварчĕç. Вăл шăтса тухсан ку тăрăх та илемленĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
428004, г. Чебоксары, пл.Республики,2
Телефон: (8352) 62-50-36, 62-12-85
Факс: (8352) 62-50-36
E-Mail: smo21@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика